Фомин Петр Дмитриевич.
Ефрейтор.
1916 г. рождения. Призван в РККА Первомайским РВК. Умер от ран 08.08.1943 г. Захоронен в д. Александровка Курской области.
1940-мӗш ҫул, 8-мӗш январь.
Ну, Клавди, малтанхи йёркерех хамӑр ҫемьесене пурне те пит пысӑк салам. Тата Хёвечипе Колькана салам кала, ыти кӳршёсене те салам кала. Ну, Клавди, эпё сан ятупа малтанхи ҫыру ҫырса яратӑп. Эсё мана уншӑн ан вӑрҫ, мёншён тесен вӑхӑт халичченех ҫавӑн пек пулчё, ытти ҫынсене те хам хыпара пёлтерсе ҫырса ятӑм. Аппасене 2 ҫыру янӑ, Кӑҫтука, Хёветёҫ кума, Мича тетене, Шӑмӑршӑ анисене тата Мишшана кёҫёр ҫыру ҫырса ятӑм. Вӑхӑтсем халь аван иртеҫҫё. Ниҫта та илсе тухмаҫҫё, только ҫитереҫҫё те касармӑра анчах вырттараҫҫё, халь пёр уйӑха ниҫта та кӑларса ҫӳретмеҫҫё теҫҫё, кунта пирён вырӑнта, тухса ҫурес тесен те, нимле ял та, нимле ҫемьепе пурӑнакан халӑх та ҫук. Мурманск хулине каяс тесен шывпа 1 сутка каймалла, шыв ӑшёнчен ҫуранта, лашапа та ниҫта та пӑрахут ҫине лармасӑр тухма ҫук. Ҫавӑн пек пырса курмалла мар вырӑн. Манпа сирён хушшӑмӑрсене виҫсе пӑхас пулсан та ҫывӑхах мар, виҫё пин те икҫёр ҫухрӑм ытла ларать.