Хорӑн тӑрри, ай, хумханать
Ҫулҫисене, ай, тӑкнӑшӑн.
Манӑн савни, ай, хорланать
Ҫын аллине, ай, йолнӑшӑн.

Рекрутская песня верховых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Хорӑн тӑрри, ай, хумханать
Ҫулҫисене, ай, тӑкнӑшӑн.
Манӑн савни, ай, хорланать
Ҫын аллине, ай, йолнӑшӑн.

Савни, мана корас килсен,
Мӑн ҫол ҫине, ай, тохса тӑр.
Мӑн ҫол ҫинче корӑнмасан,
Куҫна хопса аллуна сол.

Вӑш-вӑш вӗҫет шорӑ тотӑр
Эп вӗҫтернӗ, ай, майӗпе.
Тӑван-пӗтен, сывӑ полӑр,
Вӑхӑт ҫитрӗ, ай, майӗпен.