Эп каяп вет, эп каяп вёт,
Ман шор кёпе йолать вёт.
Шор кёпене кам тӑхӑнӗ,
Ман апия кам пӑхӗ?
Рекрутская песня верховых чувашей
Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР
Эп каяп вет, эп каяп вёт,
Ман шор кёпе йолать вёт.
Шор кёпене кам тӑхӑнӗ,
Ман апия кам пӑхӗ?
Апай, мана ӑсатса яр
Кил хошшинчен тохиччен.
Кил хошшинчен тохсассӑн,
Шор тотруна солса йол.
П(а)рохот ҫине лараттӑмч(ӗ) те
Атӑл ҫинче ҫӳреттӗмч(ӗ).
Кайсан, каялла килеттӗмч(ӗ),
Тӑвансене кураттӑмч(ӗ).
Сӗтрен турӑх тӑвас чухне,
Сӗтрен упрат тӑваҫҫӗ.
Хӗртен арӑм тӑвас чухне,
Хӗртен салтак тӑваҫҫӗ.
Ҫӑка симӗс, ай, ҫулҫине
Епле йӑтса ларать-ши?
Салтак симӗс, ай, шинельне
Епле т(ӑ)хӑнса ҫӳрес-ши?
Ман шор кёпе йолать вёт.
Шор кёпене кам тӑхӑнӗ,
Ман апия кам пӑхӗ?
Апай, мана ӑсатса яр
Кил хошшинчен тохиччен.
Кил хошшинчен тохсассӑн,
Шор тотруна солса йол.
П(а)рохот ҫине лараттӑмч(ӗ) те
Атӑл ҫинче ҫӳреттӗмч(ӗ).
Кайсан, каялла килеттӗмч(ӗ),
Тӑвансене кураттӑмч(ӗ).
Сӗтрен турӑх тӑвас чухне,
Сӗтрен упрат тӑваҫҫӗ.
Хӗртен арӑм тӑвас чухне,
Хӗртен салтак тӑваҫҫӗ.
Ҫӑка симӗс, ай, ҫулҫине
Епле йӑтса ларать-ши?
Салтак симӗс, ай, шинельне
Епле т(ӑ)хӑнса ҫӳрес-ши?
