Ан макӑр, анне, ан макӑр та
Ан макӑр, анне, ан макӑр,
Тытас та сӑвас ӗнӳ мар.

Рекрутская песня средненизовых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Ан макӑр, анне, ан макӑр та
Ан макӑр, анне, ан макӑр,
Тытас та сӑвас ӗнӳ мар.

Ӗнӳйӗ юлать витерех те
Ӗнӳйӗ юлать витере,
Ыв(ӑ)лу-ҫке каять салтака.

Ан макӑр, атте, ан макӑр та
Ан макӑр, атте, ан макӑр,
Тытас та кӳлес лашу мар.

Лашуйё юлать витерех те
Лашуйё юлать витере,
Ыв(ӑ)лу-ҫке каять салтака.

Ан макӑр, аппа, ан макӑр та
Ан макӑр, аппа, ан макӑр,
Тытас та ҫыхас тут(ӑ)ру мар.

Тут(ӑ)руйӗ юлать арчарах та
Тут(ӑ)руйӗ юлать арчарах,
Шӑлну-ҫке каять салтака.