Ма карӑм-ши вӑрманне,
Ма карӑм-ши вӑрманне, вӑрманне
Ҫырла пиҫмен вӑхӑтра, вӑхӑтра?

Песни сирот

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Ма карӑм-ши вӑрманне,
Ма карӑм-ши вӑрманне, вӑрманне
Ҫырла пиҫмен вӑхӑтра, вӑхӑтра?

Ма ҫуралса ӳсрӗм-ши,
Ма ҫуралса ӳсрӗм-ши, ӳсрӗм-ши
Телей пӗтнӗ вӑхӑтра, вӑхӑтра?

Анне мана ҫуратсан,
Анне мана ҫуратсан, ҫуратсан,
Шур тутӑрпа чӳркемен, чӳркемен.

Телейлӗ пултӑр тесе,
Телейлӗ пултӑр тесе, вӑл тесе,
Ҫын сӑмахне итлемен, итлемен.

В(ӗ)рени вӑр-вӑр авӑнать,
В(ӗ)рени вӑр-вӑр авӑнать,
Ҫулҫи шӑпӑр тӑкӑнать.

Песни вдов

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Улӑхрӑм эпӗ ҫӳллӗ ту ҫине
Хӗвел тухнӑ вӑхӑтра.
Манран ҫӳлте, ҫӳллӗ ту ҫинче
Ӑмӑрт кайӑк явӑнать.
Манран ҫӳлте, ҫӳллӗ ту ҫинче
Ӑмӑрт кайӑк явӑнать.

Ма вӗҫет-ши ҫав кайӑк
Ҫӳлтен аялалла вӑркӑнса?
Йӑва тустарма улӑхнӑ тет-ши,
Чӗпсем тытма улӑхнӑ тет-ши?
Йӑва тустарма улӑхнӑ тет-ши,
Чӗпсем тытма улӑхнӑ тет-ши?

Йӑва тустарма улӑхман эсӗ,
Чӗпсем тытма улӑхман эсӗ,
Улӑхнӑ эсӗ ҫӳллӗ ту ҫине
Ҫӳлтен аялалла пӑхмашкӑн.
Инҫе ҫӗртен, вӑрҫӑ хирӗнчен
Хамӑн савнӑ мӑшӑра курмашкӑн.

В(ӗ)рени вӑр-вӑр авӑнать,
В(ӗ)рени вӑр-вӑр авӑнать,
Ҫулҫи шӑпӑр тӑкӑнать.

Песни вдов

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Туллит-туллит, ма кулянас?
Ӗлӗк те нумай, ай, кулянса
Апи чӗчӗ паманнишён,
Ати ора сырса яманнишён.

Туллит-туллит, ма кулянас?
Ӗлӗк те нумай, ай, кулянса
Килне-ҫортне лартмаллишён,
Хуҫалӑх пёччен тытмаллишён.

Туллит-тулли, ма кулянас?
Ёлёк те нумай, ай, кулянса
Ачи-пӑчи вак пулнишён,
Ёмёр пёччен ирттернишён.

Ачи-пӑчи ӳссе ҫитрёҫ,
Вёсем килтен тухса кайрёҫ,
Киле пӗччен тӑрса юлтӑм,
Тин ҫитнӗ мӗн кулянмалли.

Карин-карин алӑк сасси,
Те ҫил уҫать, те ҫын уҫать.
Ҫил уҫсан та, ҫын уҫсан та,
Пир(ӗ)н мӑшӑрсем, ай, килес ҫок.

Анне мана ҫуратсанах
Хӗр ҫуралчӗ терӗ-ши?
Ӳссе ҫитсен, ӳссе ҫитсен,
Нуша курма тухса кайтӑр терӗ-ши?

Песни сирот

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Анне мана ҫуратсанах
Хӗр ҫуралчӗ терӗ-ши?
Ӳссе ҫитсен, ӳссе ҫитсен,
Нуша курма тухса кайтӑр терӗ-ши?

Анне, апат ҫима ларсан,
Кашӑк ҫитмес терӗн-и?
Эп ҫуралсан, эп ҫуралсан
Ӳс, терӗн, пурнӑҫ ҫитмес терӗн-и?

Кайӑп ӗнтӗ, кайӑп ӗнтӗ,
Кайсан, кураймас ӗнтӗ.
Инҫе ҫула, инҫе ҫула
Ҫывӑх туса килсе кураймас ӗнтӗ.

Анне, мана ӑсатса яр
Хӑмла пахчи ҫумӗпе.
Хӑмли пулӗ ҫияканӗ
Кам пӗлӗ — куҫҫуль тухӗ, ас(а) илӗ.

Сӗм-сӗм вӑрман, Сурӑм вӑрман,
Ик айккипе сар чечек.
Килте ырӑ, килте ырӑ
Курманнине ҫич ютра ыр курас ҫук.