Тавай тарӑн шыва, ой, сикер-и,
Тавай тарӑн, ой, шыва сикер-и?
Шыв хумӗпеле ҫӑвӑнса тухар-и,
Шыв хумёпе ҫӑвӑнса тухар-и?

Рекрутская песня низовых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Тавай тарӑн шыва, ой, сикер-и,
Тавай тарӑн, ой, шыва сикер-и?
Шыв хумӗпеле ҫӑвӑнса тухар-и,
Шыв хумёпе ҫӑвӑнса тухар-и?

Тавай анне патне, ой, кёрер-и,
Тавай атте, ой, патне кёрер-и?
Ыр кӑмӑлпала ҫаврӑнса тухар-и,
Ыр кӑмӑлпала ҫаврӑнса тухар-и?

Эп ҫак ялтан тухса, ой, кайнӑ чух,
Эп ҫак ялтан, ой, тухса кайнӑ чух,
Кайччёр, пётчёр, ой, тесе ан калӑр,
Кайччёр, пётчёр, ой, тесе ан калӑр.

Кайччӗр, пётчёр тесе, ой, каласан,
Кайччӗр, пӗтчӗр, ой, тесе каласан,
Пир(ӗ)н ҫамрӑксен, ой, чунӗсем хурланӗҫ,
Пир(ӗ)н ҫамрӑксен, ой, чунӗсем хурланӗҫ.

Каять хур кайӑк картипе, ах, картипе,
Кайри — мала ан тейёр, ан тейёр,
Кайри — мала ан тейёр, ан тейёр.

Рекрутская песня низовых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Каять хур кайӑк картипе, ах, картипе,
Кайри — мала ан тейёр, ан тейёр,
Кайри — мала ан тейёр, ан тейёр.

Эпирех кунтан кайсассӑн, ах, кайсассӑн,
Кайни паха ан тейёр, ан тейёр,
Кайни паха ан тейёр, ан тейёр.

Алӑкран тухрӑм, тайӑлтӑм, ах, тайӑлтӑм,
Аттепеле аннерен уйрӑлтӑм, уйрӑлтӑм,
Аттепеле аннерен уйрӑлтӑм, уйрӑлтӑм.

Уй хапхинчен тухрӑм, тайӑлтӑм, ах, тайӑлтӑм,
Ял-йышсенчен уйрӑлтӑм, уйрӑлтӑм,
Ял-йышсенчен уйрӑлтӑм, уйрӑлтӑм.

Утса тухрӑм, тайӑлтӑм, ах, тайӑлтӑм,
Ҫӗртен-шывран уйрӑлтӑм, уйрӑлтӑм,
Ҫӗртен-шывран уйрӑлтӑм, уйрӑлтӑм.

Атте хапхи вырӑсла, ах, вырӑсла,
Епле тухса каям-ши, каям-ши,
Епле тухса каям-ши, каям-ши?

Вӑрҫӑях хапхи — вӑй хапхи, ах, вӑй хапхи,
Епле пырса кӗрем-ши, кӗрем-ши,
Епле пырса кӗрем-ши, кӗрем-ши?

Кӑвак кӑвакарчӑн, ай, вӗҫнӗ чух,
Кӑвак кӑвакарчӑн вӗҫнӗ чух
Уйрӑлатпӑр, атте-анне.

Рекрутская песня низовых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Кӑвак кӑвакарчӑн, ай, вӗҫнӗ чух,
Кӑвак кӑвакарчӑн вӗҫнӗ чух
Уйрӑлатпӑр, атте-анне.

Кунӗсем те пулчӗҫ, ай, тӗтреллӗ,
Кунӗсем те пулчӗҫ тӗтреллӗ.
Уйрӑлатпӑр, ял-йышсем.

Эпӗр ӳссе ҫитнӗ, ай, вӑхӑтра,
Эпӗр ӳссе ҫитнӗ вӑхӑтра
Уйрӑлатпӑр, атте-анне.

Саманисем пулчӗҫ, ай, йывӑрри,
Саманисем пулчӗҫ йывӑрри.
Уйрӑлатпӑр, атте-анне.

Атте, ларт пурттуна каска ҫине,
Атте, ларт пурттуна каска ҫине,
Уйрӑлатпӑр, атте-анне.

Кас, кас тесе эсё, ай, ан кала,
Кас, кас тесе эсё ан кала.
Уйрӑлатпӑр, атте-анне.

Анне, ларт пӑттуна сӗтел ҫине,
Анне, ларт пӑттуна сӗтел ҫине,
Уйрӑлатпӑр, атте-анне.

Ҫи, ҫи, ачам, тесе, ай, ан кала,
Ҫи, ҫи, ачам, тесе ан кала.
Уйрӑлатпӑр, атте-анне.

Ҫеҫен хир варринче те сӑрлӑ юпа,
Сӑрлӑях юпа тӑрринче, ай, сар ҫурта,
Сӑрлӑях юпа тӑрринче, ай, сар ҫурта.

Рекрутская песня низовых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Ҫеҫен хир варринче те сӑрлӑ юпа,
Сӑрлӑях юпа тӑрринче, ай, сар ҫурта,
Сӑрлӑях юпа тӑрринче, ай, сар ҫурта.

Сарӑ ҫурта ҫунать те ш(ӑ)ранса ҫунать,
Хӗрлӗех тилӗ каҫни те, ай, курӑнмаҫ,
Хӗрлӗех тилӗ каҫни те, ай, курӑнмаҫ.