— Ӑҫта кая(тӑ)н, — тесе ыйтрӑм
Эп сар кайӑк чӗппинчен.
— Ӑҫта кая(тӑ)н, тесе ыйтрӑм
Эп сар кайӑк чӗппинчен.

Рекрутская песня низовых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

— Ӑҫта кая(тӑ)н, — тесе ыйтрӑм
Эп сар кайӑк чӗппинчен.
— Ӑҫта кая(тӑ)н, тесе ыйтрӑм
Эп сар кайӑк чӗппинчен.
Вӑл та, мӗскӗн, пирӗн пекех
Уйрӑласшӑн ӗҫсенчен.
Вӑл та, мӗскӗн, пирӗн пекех
Уйрӑласшӑн ӗҫсенчен.

Сар кайӑксем чив-чив теҫҫӗ
Чӗппи тухнӑ вӑхӑтра.
Сар кайӑксем чив-чив теҫҫӗ
Чӗппи тухнӑ вӑхӑтра.
Эпир ҫа(вӑ)м пек савӑнас ҫук
Ӳссе ҫитнӗ вӑхӑтра.
Эпир ҫа(вӑ)м пек савӑнас ҫук
Ӳссе ҫитнӗ вӑхӑтра.

Анне, мана вӑрҫаттӑн:
— Ӗҫлеместӗн, — тееттӗн.
Анне, мана вӑрҫаттӑн,
— Ӗҫлеместӗн, — тееттӗн.
(Ӗ)ҫлемен ачу аса килсен,
(Ӗ)ҫлекен ӗҫне пӑрахӑн.
(Ӗ)ҫлемен ачу аса килсен,
(Ё)ҫлекен ӗҫне пӑрахӑн.

Анне, эсӗ ҫывӑрнӑ-и?
Анне, эпӗ ҫывӑрнӑ.
Анне, эсӗ ҫывӑрнӑ-и?
Анне, эпӗ ҫывӑрнӑ.
Ҫывӑрнӑ та тӗлӗк курнӑ,
Хура ҫырла пуҫтарнӑ.
Ҫывӑрнӑ та тӗлӗк курнӑ,
Хура ҫырла пуҫтарнӑ.

Хура ҫырла пуҫтарни вӑл —
Эп салтака каясси.
Хура ҫырла пуҫтарни вӑл -
Эп салтака каясси.
Хура ҫырла ҫинийӗ вӑл —
Эсир йӗрсе юласси.
Хура ҫырла ҫинийӗ вӑл —
Эсир йӗрсе юласси.

Анне, ма пӗҫертӗн вир пӑттине
Самуй сар ҫу пӗтнӗ вӑхӑтра,
Самуй сар ҫу пӗтнӗ те вӑхӑтра?

Рекрутская песня низовых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Анне, ма пӗҫертӗн вир пӑттине
Самуй сар ҫу пӗтнӗ вӑхӑтра,
Самуй сар ҫу пӗтнӗ те вӑхӑтра?

Анне, ма ҫуратрӑн, ма ӳстертӗн
Самуй телей пӗтнӗ вӑхӑтра,
Самуй телей те пӗтнӗ вӑхӑтра?

Хуранӗ-хуранӗ шур хур пиҫет,
Эпир хур ҫимесӗр те каймаспӑр,
Эпир хур ҫимесӗр те каймаспӑр.

Ҫакӑн чухлӗ ӳссе курнӑ ҫӗрте
Эпир пуҫ ҫапмасӑр та каймаспӑр,
Эпир пуҫ ҫапмасӑр та каймаспӑр.

Ут(тӑ)ма уттарам-ши, чуптарам-ши
Тӑкӑрлӑкран тухса кайиччен,
Тӑкӑрлӑкран тухса та кайиччен?

Юррӑма юрлам-ши, калаҫам-ши
Инҫе ҫула та тухса кайиччен,
Инҫе ҫула та тухса кайиччен?

Шур чӑланта шур часси,
Ҫапас вӑхӑт ҫитрӗ пуль.
Ай, тӑвансем, тантӑшсем,
Каяс вӑхӑт ҫитрӗ пуль.

Рекрутская песня средненизовых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Шур чӑланта шур часси,
Ҫапас вӑхӑт ҫитрӗ пуль.
Ай, тӑвансем, тантӑшсем,
Каяс вӑхӑт ҫитрӗ пуль.

Энӗш кукри ҫич кукри,
Ҫич кукӑрта хура ҫырла.
Хура ҫырлана хурт ҫирӗ,
Ман телее йыт ҫирӗ.

Чупса антӑм ҫырмана
Кӑвак хут укҫа пуҫтарма.
Кӑвак хут укҫа пичетсӗр,
Ман ҫамрӑк пуҫ телейсӗр.

Хурамал урам(ӗ) ярт урам,
Епле утса тухам-ши?
Ҫак ҫуралнӑ кил-ҫуртран
Епле уйрӑлса тухам-ши?

Чӑнкӑр-чӑнкӑр чӗн йӗвен
Тӑрса юлчӗ йӑрхаха.
Чун юратнӑ сарӑ хӗр
Тӑрса юлчӗ тӑлӑха.

Алӑкран тухрӑм, тайӑлтӑм, —
Аттепе аннерен уйрӑлтӑм.
Хапхаран тухрӑм, тайӑлтӑм, —
Тӑванпа ял-йышран уйрӑлтӑм.

Чупрӑм, у(лӑ)хрӑм сӑрт ҫине,
Ҫаврӑнса пӑхрӑм ял ҫине.
Ялӑм юлчӗ хыҫала,
Тӑвансем юлчӗҫ макӑрса.

Эх, ӑсатӑр тыван(ӑ)сем, ай, ӑса(я)тӑр
Ырӑ та хамӑр(ы) ҫӗр(ӗн)тен —
Шыв(ӑ)ран тухиччен.

Рекрутская песня низовых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Эх, ӑсатӑр тыван(ӑ)сем, ай, ӑса(я)тӑр
Ырӑ та хамӑр(ы) ҫӗр(ӗн)тен —
Шыв(ӑ)ран тухиччен.

Эх, хамӑр ҫӗртен-шывран, ай, тухиччен,
Ырӑ та ӑнӑм(ы) та ҫук,
Аннеҫӗм, тӑвансем пур.

Эх, хамӑр ҫӗртен-шывран, ай, тухса кайисан,
Ырӑ та ӑнӑм-ы та пур,
Аннеҫӗм, тӑвансем ҫук.