ЧУПРӐМ ТА АНТӐМ ҪЫРМАНА
Чупрӑм та антӑм ҫырмана, ҫырмана та
Кӑвак хут укҫа пуҫтарма, пуҫтарма.
Рекрутская песня средненизовых чувашей
Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР
Чупрӑм та антӑм ҫырмана, ҫырмана та
Кӑвак хут укҫа пуҫтарма, пуҫтарма.
Кӑвак хут укҫа пичетсӗр, пичетсӗр те
Ман ҫамрӑк пуҫ телейсӗр, телейсӗр.
Ой-йа-ра, ой-йа, ай-йа, рай-йа, ох!
Ой-йа, рай-йа, ой-йа, рай-йа.
Шӑпӑр та шӑпӑр ҫӑмӑр ҫӑвать, ҫӑмӑр ҫӑвать,
Ҫӗн кӗлет пуҫне йӗпетет, йӗпетет.
Ҫӗн кӗлет пуҫне ҫил типтет, ҫил типтет,
Ман куҫҫульне хӗр типтет, хӗр типтет.
Ой-йа-ра, ой-йа, ай-йа, рай-йа, ох!
Ой-йа, рай-йа, ой-йа, рай-йа.
Шурӑ та чӑланта шур часси, шур часси,
Ҫапас та вӑхӑт ҫитрӗ пуль, ҫитрӗ пуль.
Сирӗн те тӑвансем, юлташсем, юлташсем,
Уйрӑлас вӑхӑт ҫитрӗ пуль, ҫитрӗ пуль.
Ой-йа-ра, ой-йа, ай-йа, рай-йа, ох!
Ой-йа, рай-йа, ой-йа, рай-йа.
Пирён те, ҫамрӑксен, мён усси, мён усси,
Раҫҫей те ҫарне каймасан, каймасан?
Йёри те тавра сар хёрсем, сар хёрсем,
Епле те уйрӑлса каям-ши, каям-ши?
Кӑвак хут укҫа пуҫтарма, пуҫтарма.
Кӑвак хут укҫа пичетсӗр, пичетсӗр те
Ман ҫамрӑк пуҫ телейсӗр, телейсӗр.
Ой-йа-ра, ой-йа, ай-йа, рай-йа, ох!
Ой-йа, рай-йа, ой-йа, рай-йа.
Шӑпӑр та шӑпӑр ҫӑмӑр ҫӑвать, ҫӑмӑр ҫӑвать,
Ҫӗн кӗлет пуҫне йӗпетет, йӗпетет.
Ҫӗн кӗлет пуҫне ҫил типтет, ҫил типтет,
Ман куҫҫульне хӗр типтет, хӗр типтет.
Ой-йа-ра, ой-йа, ай-йа, рай-йа, ох!
Ой-йа, рай-йа, ой-йа, рай-йа.
Шурӑ та чӑланта шур часси, шур часси,
Ҫапас та вӑхӑт ҫитрӗ пуль, ҫитрӗ пуль.
Сирӗн те тӑвансем, юлташсем, юлташсем,
Уйрӑлас вӑхӑт ҫитрӗ пуль, ҫитрӗ пуль.
Ой-йа-ра, ой-йа, ай-йа, рай-йа, ох!
Ой-йа, рай-йа, ой-йа, рай-йа.
Пирён те, ҫамрӑксен, мён усси, мён усси,
Раҫҫей те ҫарне каймасан, каймасан?
Йёри те тавра сар хёрсем, сар хёрсем,
Епле те уйрӑлса каям-ши, каям-ши?
