АТТЕН ОВӐЛӖ, АЙ, ПОЛИЧЧЕН...
Аттен та о(вӑ)лӗ, ай, поличчен,
Аттен та хӗрӗ, ай, полас-мён.
Пох(ӑ)ран та похха, ай, ҫӳрес-мӗн,
Салтак та хойхи корас ҫокчӗ.
Рекрутская песня верховых чувашей
Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧРАттен та хӗрӗ, ай, полас-мён.
Пох(ӑ)ран та похха, ай, ҫӳрес-мӗн,
Салтак та хойхи корас ҫокчӗ.
Аттен та о(вӑ)лӗ, ай поличчен,
Хӑрӑк та торат, ай, полас-мён.
Ҫӗр ҫине ҫилпе, ай, ӳкес-мӗн,
Ҫорхи та шывпа, ай, йохас-мӗн.
Аттен те кил хошши, ай, ҫатма пек,
Ҫ(ӑ)марта косса, ай, каяс пек.
Ҫ(ӑ)марта косса каяс пек мар,
Эпир те тохса, ай, каяс пек.
Вӗҫ-вӗҫ те, тотӑр, порҫӑн тотӑр
Ҫӳҫи те йохса, ай, тохиччен.
Ҫӳҫи те йохса тохиччен мар,
Эпир те тохса, ай, кайиччен.
Кокри те макри, ай, шу кокри,
Шу кокринче, ай, хор полки.
Хор полки мар, тӑван полки,
Епле те уйрӑлса, ай, каям-ши?
Атте те маншӑн ме макӑран,
Шор пӳрт илсе каять тетён-и?
Мана шор пӳрт, ай, кирлӗ мар,
Манӑн та шор пӳрт — шор кутамкка.
