Атте те маншӑн та ан куллян, ан куллян,
Тытса та кӳлес те лашу мар, лашу мар.

Рекрутская песня средненизовых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Анне те маншӑн та ан куллян, ан куллян
Тытса та сӑвас та ӗнӳ мар, ӗнӳ мар.

Анне те ан пӑх та кантӑкран, кантӑкран,
Кӑвак та куҫна та ан кӑтарт, ан кӑтарт.

Санӑн та кӑвак та куҫна курсан, куҫна курсан,
Манӑн та чунӑм та хурланать, хурланать.

Пилеш те пӑхма та пит хитре, пит хитре,
Ҫиме та тӑрсан та пит йӳҫӗ, пит йӳҫӗ.

Салтак та ячё те пит лайӑх, пит лайӑх,
Кайма та тӑрсан та пит йывӑр, пит йывӑр.

Эп каяп вет, эп каяп вёт,
Ман шор кёпе йолать вёт.
Шор кёпене кам тӑхӑнӗ,
Ман апия кам пӑхӗ?

Рекрутская песня верховых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Эп каяп вет, эп каяп вёт,
Ман шор кёпе йолать вёт.
Шор кёпене кам тӑхӑнӗ,
Ман апия кам пӑхӗ?

Апай, мана ӑсатса яр
Кил хошшинчен тохиччен.
Кил хошшинчен тохсассӑн,
Шор тотруна солса йол.

П(а)рохот ҫине лараттӑмч(ӗ) те
Атӑл ҫинче ҫӳреттӗмч(ӗ).
Кайсан, каялла килеттӗмч(ӗ),
Тӑвансене кураттӑмч(ӗ).

Сӗтрен турӑх тӑвас чухне,
Сӗтрен упрат тӑваҫҫӗ.
Хӗртен арӑм тӑвас чухне,
Хӗртен салтак тӑваҫҫӗ.

Ҫӑка симӗс, ай, ҫулҫине
Епле йӑтса ларать-ши?
Салтак симӗс, ай, шинельне
Епле т(ӑ)хӑнса ҫӳрес-ши?

Хорӑн тӑрри, ай, хумханать
Ҫулҫисене, ай, тӑкнӑшӑн.
Манӑн савни, ай, хорланать
Ҫын аллине, ай, йолнӑшӑн.

Рекрутская песня верховых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Хорӑн тӑрри, ай, хумханать
Ҫулҫисене, ай, тӑкнӑшӑн.
Манӑн савни, ай, хорланать
Ҫын аллине, ай, йолнӑшӑн.

Савни, мана корас килсен,
Мӑн ҫол ҫине, ай, тохса тӑр.
Мӑн ҫол ҫинче корӑнмасан,
Куҫна хопса аллуна сол.

Вӑш-вӑш вӗҫет шорӑ тотӑр
Эп вӗҫтернӗ, ай, майӗпе.
Тӑван-пӗтен, сывӑ полӑр,
Вӑхӑт ҫитрӗ, ай, майӗпен.

Ан макӑр, анне, ан макӑр та
Ан макӑр, анне, ан макӑр,
Тытас та сӑвас ӗнӳ мар.

Рекрутская песня средненизовых чувашей

Ссылка на песню на сайте Национальной библиотеки ЧР

Ан макӑр, анне, ан макӑр та
Ан макӑр, анне, ан макӑр,
Тытас та сӑвас ӗнӳ мар.

Ӗнӳйӗ юлать витерех те
Ӗнӳйӗ юлать витере,
Ыв(ӑ)лу-ҫке каять салтака.

Ан макӑр, атте, ан макӑр та
Ан макӑр, атте, ан макӑр,
Тытас та кӳлес лашу мар.

Лашуйё юлать витерех те
Лашуйё юлать витере,
Ыв(ӑ)лу-ҫке каять салтака.

Ан макӑр, аппа, ан макӑр та
Ан макӑр, аппа, ан макӑр,
Тытас та ҫыхас тут(ӑ)ру мар.

Тут(ӑ)руйӗ юлать арчарах та
Тут(ӑ)руйӗ юлать арчарах,
Шӑлну-ҫке каять салтака.